Wn/cv/Portal:Тĕнче тавра

From Wikimedia Incubator
< Wn‎ | cv
Wn > cv > Portal:Тĕнче тавра

Польша президенчĕн Ту-154 самолёчĕ çĕре çапăннă Смоленск облаçĕнчи Северный çар аэродромне аннă чухне Лех Качиньский Польша президенчĕн Ту-154 самолёчĕ çĕре çапăннă. «Россия 24» пĕлтернипе, инцидентра 87 çын сарăмсăр пуçне хунă. Катастрофа вырăнĕнче çăлакансем ĕçлеççĕ. Самолёт салунĕнче Качиньский тата унăн арăмĕ, Польша патшалăхĕн яваплă ĕçченĕсем пулнă. ЯХМ (Ятарлă хĕсмечĕн министерстви) хыпарĕпе, пĕр çын та чĕрĕ юлман.

РФ ЯХМ информаци управленийĕ пĕлтернипе, «Мускав вăхăчĕпе 10 сехет те 56 минутра анса ларнă чухне Варшава-Смоленск рейсĕпе килнĕ Ту-154 самолёт çапăнса арканнă. Малтанхи хыпарсемпе, 87 çын пĕтнĕ».

Лех Качиньский Смоленск çумĕнчи Раççейри тоталитари репресси синкекне лекнĕскерсен тĕнчери мемориал комплексне — Катынь çăвине — çитесшĕн пулнă. Çакăн пирки облаç администрацинче умĕн пĕлтернĕччĕ. Катыньри пулăмсене 70 çул тултарнине асăну мероприятисенче поляксен «Катынь çемьисем» обществăллă организацин пине яхăн элчи, çаплах Раççей президенчĕн Тĕп федераллă округĕнчи элчи Георгий Полтавченко, Смоленск облаçĕн кĕпернеттĕрĕ Сергей Антуфьев, Смоленск полякĕсен диаспорин пайташĕсем хутшăнмалла пулнă. Мемориал Катынь вăрманĕнче, хуларан 18 километр анăçалла вырнаçнă. https://web.archive.org/web/20100414021148/http://news.mail.ru/incident/3640339