Wn/cv/Елчĕк районĕ малти вырăнта

From Wikimedia Incubator
< Wn‎ | cv
Wn > cv > Елчĕк районĕ малти вырăнта

Template:Wn/cv/Date

“Эмметево” ООО сысна ĕрчетес енĕпе Елчĕк районĕнчи чи лайăх хуçалăх шутланать, çавна пула çак кунсенче Елчĕк район пуçлăхĕ Николай Миллин “Эмметево” ООО ертÿçине Юрий Лапшина ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Паллах, ахальтен мар. Хуçалăх, Юрий Михайлович ăнăçлă ертсе пынипе, юлашки вăхăтра кăтартусене пур енĕпе те лайăхлатнă. Калăпăр, вырма ĕçĕсене йĕркеллĕ тата вăхăтра вĕçленĕ. Тырă тухăçĕ гектартан вăтамран 35,4 центнерпа танлашнă.

Хуçалăхра хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх 300 пуç, сăвакан ĕне - 70. Çулталăк вĕçлениччен вĕсен йышне 80 пуçа çитересшĕн. Паян пĕр ĕнерен 17 литр ытларах сĕт суса илеççĕ. Т.Игнатьева, М.Архипова, И.Краснова дояркăсем хăйсен тивĕçĕсене пĕлсе пурнăçланине палăртрĕ ертÿçĕ. Юрий Михайловича мăшăрĕпе ывăлĕсем нумай пулăшаççĕ. Сăмах май, Лапшинсем - ял хуçалăх производствин ĕçченĕсен династине малалла тăсакансем. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 1197 çул. Кăçал республикăри ĕç династийĕсен VII слетне те хутшăннă Лапшинсем.

Кăмăлтан Юрий Михайлович çапла каласа пачĕ:

- Хăй вăхăтĕнче ку енĕпе республикăра 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Пирĕн тĕллев - сысна шутне 2 пин пуçа çитересси. Хальлĕхе пирĕн 1600 пуç. Сысна какайĕ хăйĕн хакне кăларать. Пĕлтĕр, калăпăр, эпир ăна сутса 4 млн тенкĕ тупăш илтĕмĕр, - каласа кăтартать Юрий Михайлович. - Тĕрĕссипе, 2004 çулта, эпĕ кунта ĕçлеме пуçланă чухне, 18 ама çеçчĕ. Вăрмар районĕнчен ăратлă сыснасем илсе килтĕмĕр: 40 пуç ама, 7 пуç аçа. Çапла майĕпен ĕçлесе кайрăмăр. Паянхи кун сысна ферминче сменăпа вăй хураççĕ, çавна май ама çумĕнчен çын пĕрре те татăлмасть. Çĕрле те дежурнăйсем пур. Вĕсем сыснасене çăвăрлаттараççĕ, çурисене пăхаççĕ. Унсăрăн пĕчĕкскерсем пусăрăнса вилме те пултараççĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал 200 çура ытларах илсе пыратпăр. Эпир мĕнлерех ĕçленипе паллашмашкăн ытти хуçалăхран та килеççĕ.

- Çĕре юратса ĕçленĕрен, удобренипе, хальхи йышши техникăпа усă курнăран кăтартусене лайăхлатма май килчĕ. Комбайнерсем тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçларĕç. Пĕлтĕр туяннă комбайнсем пĕр кăлтăксăр ĕçлерĕç. Кĕрхи тулă кăçал уйрăмах лайăх пулчĕ, хăш-пĕр хирте гектартан 39 центнер таранах тухрĕ. Çакна пулах тепĕр çула кĕрхи культурăсене 600 гектар таран акса хăварма палăртрăмăр. Хуçалăхра 48 çын ĕçлет, çуллахи вăхăтра, паллах, ытларах. Каникулпа усă курса шкул ачисем йĕтем çинче тăрăшнă. Ĕç укçине вăхăтра параççĕ. Унсăр пуçне утă-улăмпа, тырăпа тивĕçтереççĕ.

- Çынна ĕçлеттермелле çеç мар, ăна пăхмалла та. Хавхалантарсан вăл тата тăрăшарах ĕçлет, - калаçăва тăсать Юрий Михайлович. - Ахальтен мар 4-5 çын, Мускава кайса çÿрекенскерсем, халĕ трактористра тăрăшаççĕ. - Унччен район хаçатĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен кăтартăвĕсен тишкерĕвĕнче “Эмметево” ООО тенине аялти йĕркере çеç шыраса тупаттăмăр, халĕ вара - çÿлте. 1-3-мĕш вырăнсенчен чакас марччĕ. Яланах малтисен ретĕнче талпăнасчĕ.

Директор сысна ферминче тăрăшса ĕçлекенсене ятранах асăнчĕ: С.Лапшина, З.Ильина, Т.Краснова, А.Савельева. Template:Wn/cv/Haveyoursay

Template:Wn/cv/Publish